Печать
Категория: Баннеры справа
Просмотров: 15280

Baner ChavashChelhiErne

                     Чӑваш чӗлхипе литература эрнин планĕ

Эй, чӗлхем, анне панӑ чĕлхем,

Янӑра эс çут тĕнчере!

Ыттине çӗр чĕлхе хуть пĕлем,

Эсĕ ман пĕрре çеç – пĕрре

(Николай Сандров)

 № п/п Мероприятисем Вӑхӑчӗ Хутшăнакансем Яваплисем
1 Чăваш чĕлхипе литература эрнине уçни. «Чӗлхе -пирĕн пуянлӑх» 18.04.2022 1-11 классем Тăван чĕлхепе литературине вĕрентекен
2 Чăваш юмахӗсем тӑрӑх тунӑ ӳкерчӗксен конкурсӗ. 20.04.2022 8 классем Тăван чĕлхепе литературине вĕрентекен

3

Уçӑ урок: И.Я.Яковлев пултарулăхĕпе паллашни, презентаци куравĕ.

19.04.2022-

25.04.2022

9 классем Тăван чĕлхепе литературине вĕрентекен
4 Урок-викторина «Чăваш чĕлхипе литературине чи лайăх пĕлекен» 22.04.2022 9-10  классем Тăван чĕлхепе литературине вĕрентекен
5 «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ — 2022» акци 25.04.2022 вĕрентекенсем Кудрявцева С.И
6 Чăваш чĕлхипе литература эрнине вĕçлени. Çĕнтерÿçĕсене  чыслани. 25.04.2022 1-11 классем Кудрявцева С.И

Чăваш чĕлхине халалланă эрне пуçланчĕ

     Кашни çул ака уйăхĕнче  республикăри шкулсенче И.Я. Яковлев аслă вĕрентекенĕмĕре сума суса тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа эрне иртет. Пирĕн  шкулта та, Шупашкар хулин «2- мĕш вĕренӳ центрĕнче», илемлĕ те çепĕç чăваш чĕлхине ачасене юратма та хисеплеме, хаклама вĕрентес, ăна аталантарас, упрас тĕллевпе тĕрлĕрен мероприятисем тухăçлă иртнине палăртмалла.

     1. Эрнен пĕрремĕш кунне тăван чĕлхепе литературине вĕрентекен, Кудрявцева С.И,уçрĕ. «Чĕлхе – пирĕн пуянлăх» видеороликпа ачасене паллаштарчĕ. Тăван çĕр-шыва тивĕçлĕ пулас тесен пирĕн ун культурине, йăли-йĕркине, чĕлхине хисеплеме упрама тăрăшмаллине каларĕ.

20220422 banChuv 1

20220422 banChuv 1.6

   2. 8 класра вĕренекен ачасем чăваш халăх юмахĕсем тăрăх тĕрлĕ ÿкерчĕксем туса тĕлĕнтерчĕç. Кашни ача юмаха хăйне майлă ăнланать, тĕрлĕ куçпа пăхать. Çавăнпа та ÿкерчĕкĕсем те тĕрлĕрен пулчĕç. Ку ĕçе ачасем хаваспах пурнăçларĕç .

20220422 banChuv 2

   3

 20220422 banChuv 3

   4. Кашни класрах урок ирттерчĕç. Вӗренекенсем чăваш халăхне çутта кăларакан, çӗнӗ чăваш çырулăхне йӗркелесе яракан И.Я.Яковлевăн ӗçӗ-хӗлӗпе, чăваш халăхӗн йăли-йӗркипе паллашрӗç. Ачасене пĕлмелли, халиччен илтменни нумай пулчĕ. Калаçу интереслĕ иртрĕ.

20220422 banChuv 4

   6. Чăваш чĕлхипе литература пĕлтерĕшне, сумне, ачасен интересне ÿстерес тĕллевпе пирĕн шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Кудрявцева С.И. ертсе пынипе «Чăваш чĕлхипе литературине чи лайăх пĕлекен» викторина иртрĕ. Викторинăна 9-мĕш класра вĕренекенсем хутшăнчĕç, тĕрлĕ енлĕ ыйтусем çине хуравларĕç. Унти ыйтусем ачасем чăваш чĕлхине мĕнле шайра пĕлнине тĕрĕслеме май параççĕ. Ку викторина тĕллевĕсем —ачасен ăславлă шухăшлавне, чĕлхе туйăмне аталантарасси, тимлĕ пулма вĕрентесси. Уйрăмах ачасене тĕрлĕ йышши пуçватмăшсем килĕшрĕç. Вĕсен тупсăмĕсене хăвăртрах шыраса тупас тесе ачасем тăрăшса ĕçлерĕç. Ушкăнпа ĕçлесе хăйсен тавра-курăмне анлăлатрĕç.

Чăваш писателĕсемпе поэчĕсен пултарулăхĕсем тăрăх ачасем хаçатсем кăларчĕç. Кашни класс ĕçĕ тĕрлĕрен: мĕнле материалпа усă курнă, мĕнле çĕнĕлĕх кĕртнĕ, темăна мĕнлерех уçса тата çутатса панă тата ыт.те. Кашни хăйне майлă интереслĕ.

 20220422 banChuv 6

   Тăван чĕлхепе мăнаçланас, ăна тĕпчес-упрас туйăма çĕклерĕ Эрне.Пирĕншĕн чи хаклă, чи юратнă, чи çывăх чĕлхечăваш чĕлхи. Эпир Чăваш енре чăвашла калаçса пурăнатпăр. Тăван çĕр-шыв анне пекех пĕрре. Ǎна суйлама та, сутăн илме те çук. Кашни çыншăнах ашшĕ-амăш чĕлхи, тăван халăх историйĕ, йăли-йĕрки, юрри-ташши, юмах-халапĕ хаклă.

20220422 banChuv 7

20220422 banChuv 8